Сентябрĕн 7-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн чупу иртет.
Виççĕмĕш çул республикăра А.Николаев космонавт летчика халалласа эстафета чупăвĕ – Прессăсен спорт фестивалĕ – иртет. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕш тапхăр – районта, "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăсем пулĕç, иккĕмĕш тапхăр – финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 15-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттерме палăртнă.
Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрне тивĕçлипе йĕркелесе ирттерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров положени çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, сентябрĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин тĕп стадионĕнче эстафета чупăвĕ иртет. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 14 сехет те 30 минутра уçĕç. Ăмăрту 15 сехетре пуçланать.
Эстафета çак ушкăнсемпе иртет:
1. "Спорт çемйи". Пĕрремĕш ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата 8 çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем 400 м чупаççĕ, хĕрарăмсем – 300, ачасем – 100. Иккĕмĕш ушкăна 14 çул тултарман ачаллă ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. Ку тапхăрта та арçынсен 400 м чупмалла, хĕрарăмсен – 200, ачасен – 200.
2. "Спорт ветеранĕсем". Предприятисен, ял тăрăхĕсен командисем ку ушкăнта ăмăртаççĕ. Командăра 3 арçынпа (45 çул е аслăрах) 2 хĕрарăм (40 çул е аслăрах) пулмалла. Вĕсем пурте 400 метршар чупаççĕ.
3. "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем". Команда йышĕ 6 çынран (3 каччăпа 3 хĕр) тăрать: пурте 400 метршар тупăшаççĕ.
4. "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем". Командăра 6 çын, вĕсем 400 метршар чупаççĕ.
5. "Хĕрарăмсен ушкăнĕ". Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем те 400 метршар ăмăртаççĕ. Ушкăнта 3 çын пулмалла.
6. "Арçынсен ушкăнĕ". Кунта та предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Йыш 3 çынтан тăрать, вĕсем 400 метршар чупаççĕ.
7. "Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ". Йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм, вĕсем 400 метршар тупăшаççĕ.
8. "Тĕп ушкăнта" предприятисемпе организацисен, спорт клубĕсен ушкăнĕсем (йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм пулмалла) хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсен 400 метра парăнтармалла, арçынсен – 800.
9. "Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ушкăнĕсем". Командăра 3 арçынпа 2 хĕрарăм пулмалла. Вĕсем те 400 метр чупаççĕ.
Ушкăнсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе чыслĕç. Çавăн пекех фестивалĕн спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем район хаçатĕнче пĕр хутчен тÿлевсĕр 150 тенкĕлĕх пĕлтерÿ е салам пичетлеме май паракан купона тивĕç пулĕç.
|