Истори валли упраса хăварăпăр

Республика пурнăçĕнче массăллă информаци хатĕрĕсем _ хаçат-журнал, телекуравпа радио хыпарлав _ паллă вырăн йышăнаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем, вĕсен историйĕ, професси çитĕнĕвĕсем, хаçатçăсемпе теле-радио ĕçченĕсем, пĕлтерĕшлĕ ытти япала çинчен "Энциклопедия чувашской журналистики и печати" кăларăм каласа парĕ. Ăна пичете хатĕрлес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарма Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕнчен Валерий Комиссаровран ыйтрăмăр.

_ Валерий Петрович, Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине кăларас шухăш мĕнле çуралчĕ( Кирек мĕнле энциклопедие те хатĕрлеме нумай çул питĕ тĕплĕ ĕçлемелле, специализациленĕ кăларăмпа пушшех те...

_ Çитес çул республикăри журналистсем чăваш çĕрĕ çинче журналистсен тата писательсен пĕрремĕш "Канаш" професси союзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине паллă тăваççĕ. Энциклопедие çак паллă кун тĕлне кăларасшăн. Проекта пурнăçа кĕртессине тапхăрпа туса пытăмăр: 2005 çулта _ "Журналисты Чувашии", 2007 çулта "Городские и районные газеты Чувашии" кĕнекесем пичетлерĕмĕр.

Журналистикăпа пичет энциклопедине республика территорийĕнче XX ĕмĕр пуçламăшĕпе паянхи кунчченхи хаçатсем, журналсем, телекăларăм каналĕсем, радиостанцисем, информаци агентствисем, полиграфи предприятийĕсем çинчен каласа паракан материалсем кĕреççĕ. Раççейĕн ытти регионĕнче чăвашла тухса тăракан кăларăмсем те тимлĕхсĕр юлмĕç.

_ Кĕнеке вулакансен мĕнле йышĕ валли пулĕ.

_ Энциклопеди журналистсемшĕн, издательсемпе полиграфистсемшĕн кăна мар, ăсчахсемшĕн, политиксемшĕн, педагогсемшĕн, студентсемшĕн, тăван ен историйĕпе, чăваш тата республикăра пурăнакан ытти халăх культурипе кăсăкланакан кашни çыншăн сĕтел çи кĕнеки пуласса шанатăп. Вăл предприятисен маркетинг службисен Чăваш Ен территорийĕнчи информаципе пичет пулăшăвĕн рынокĕ çинчен тĕрĕс даннăйсем пĕлес тĕллевлĕ специалисчĕсемшĕн те усăллă пулĕ. _ Энциклопеди валли материалсем хатĕрленĕ чухне информацин мĕнле çăл куçĕсемпе усă куратăр.

_ Чи малтанах вĕсен шутĕнче _ кăларăмсен редакцийĕсем, полиграфи предприятийĕсем тăратнă сведенисем; регион энциклопедийĕсем, справочниксем, Чăваш Ен Журналистсен союзĕн съезчĕсен, правленийĕн ларăвĕсен материалĕсем, союз членĕсен учет даннăйĕсем, журналистсен харпăр хăй анкетисем, архив материалĕсем тата ыттисем.

_ Хатĕрлев ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ те кирлĕ.

_ Техника туянма, пӳлĕмсене арендăна илме, Интернетшăн, редакторсене ĕçшĕн тӳлеме, тĕпрен илсен, Журналистсен союзĕ издательство ĕç-хĕлĕпе илнĕ тупăш шутĕнчен тăкаклатпăр. Унсăр пуçне проекта пулăшас тĕллевпе 20 кăларăм хăйĕн тӳпине хыврĕ. Кăçал тата пирĕн союз республика Правительствин грантне тивĕçрĕ. Çак укçа-тенкĕн пысăк пайĕпе компьютер оборудованийĕ, оргтехника, ытти материал туянма усă куратпăр.

Анчах капла та укçа-тенкĕ çитмест, проекта ытти редакци, полиграфи предприятийĕсем, информаципе реклама агентствисем №энциклопедире вĕсем пирки те çыратпăр№ финанс пулăшăвĕпе тивĕçтерессе шанатпăр.

_ Мĕн-мĕн тума ĕлкĕртĕр.

_ Энциклопедин тулли сăмахсарне №словник№ хатĕрлесе çитертĕмĕр. Халĕ информацие тĕрĕслетпĕр, текстсене редакцилетпĕр, иллюстрацисене _ журналистсен, сюжет сăн ӳкерчĕкĕсене _ суйлатпăр. 600 ытла словарь статйи хатĕр. Тата 1200-шĕпе ĕçлемелле. Мĕн пур район тата хула хаçачĕсем, республика кăларăмĕсенчен чылайăшĕ энциклопеди валли информаци тăратрĕç. Хальлĕхе информаципе реклама агентствисем, корпоративлă №нумай тиражлă№ кăларăмсем, Раççей хаçачĕсен вырăнти кăларăмĕсен редакцийĕсем материалсем паман-ха. _ Материалсем хатĕрленĕ чухне мĕнле йывăрлăхсем тĕл пулчĕç. _ Энциклопедири сведенисем чăнлăхпа килĕшсе тăмалла, тĕрĕс пулмалла, документсемпе, фактсемпе çирĕпленмелле. Редакцисем тăратнă хăш-пĕр материал ытла кĕске, коллектив пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене, ирттерекен акцисене, кампанисене, вулакансемпе, авторсен активĕпе ĕçлекен опыта çутатмасть. Редакци пурнăçне кăтартакан сăн ӳкерчĕк сахал. Кăларăмсен хисеплĕ ертӳçисем, хăвăрăн хаçатсем, журналсем, телеканалсем, радиостанцисем çинчен тĕплĕнрех каласа парăр. Журналистсене хăйсен професси, общество ĕç-хĕлне, публикацисен тематикине тĕплĕнрех çутатма, пултарулăх конкурсĕсенчи çĕнтерӳçĕсене, наградăсене палăртма ыйтатăп.

_ Тата мĕн-мĕн тумалла.

_ Кăçал, тĕпрен илсен, хатĕрлев ĕçĕсене вĕçлемелле, информацин пысăк калăпăшне, текстсемпе иллюстрацисене редакцилемелле. Энциклопеди хатĕрлесси _ пирĕн республикăри журналистсен организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Проекта пурнăçлама редакцисен ертӳçисем, пичет ветеранĕсем, ăсчахсем, аслă шкулсен преподавателĕсем, архивсен, музейсен, библиотекăсен ĕçченĕсем активлăрах пулăшасса шанатăп. Пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртнĕ ĕç республикăн чи ватă професси пĕрлешĕвĕн _ Чăваш Ен Журналистсен союзĕн _ юбилейне чăннипех тивĕçлĕ пулĕ.

Поиск по сайту
Архив сайта
< Июня 2012 >
П В С Ч П С В
        1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 22 23 24
25 26 27 28 29 30  
Фотоархив
Обзор прессы
Наши объявления
Обратная связь