Поздравление председателя Союза журналистов Чувашии Комиссарова В.П. с 5-летием Национального радио

Уважаемые журналисты Национального радио Чувашии!

Поздравляю вас с 5-летием увлекательного плавания на радиоволнах, интересного пребывания в эфире!

За эти годы Национальное радио Чувашии успело стать узнаваемым и востребованным. Вы несете слушателям знание об историческом, духовном и культурном наследии чувашского народа, его прошлом и настоящем, вносите огромный вклад в сохранение и развитие чувашского языка и культуры. Желаю вам и в дальнейшем отличаться взвешенным подходом к оценкам событий, ответственностью за правдивость информации, многогранностью освещаемых тем и легко находить дорогу к сердцам людей!

От всей души желаю Национальному радио Чувашии и всему её коллективу процветания, большой аудитории! Пусть лучшие проекты, планы и начинания ждут вас впереди. Новых успехов и творческих идей вам, оперативных репортажей с мест событий и креативных проектов! Доброго всем здоровья, счастья и благополучия!

 

В.П. Комиссаров,

председатель Союза журналистов Чувашии.


 

Чăваш наци радиовĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Эсир радиохумсене парăнтарма пуçланăранпа, эфира пирвайхи хут тухнăранпа 5 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çак чаплă уявпа сире чун-чĕререн саламлатăп!

 

Çак кĕске вăхăт хушшинче Чăваш наци радионе республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пĕлекен, кăларăмĕсене чăтăмсăррăн кĕтекен пулчĕç. Радио итлекенсене чăваш халăхĕн истори, чунпа чĕм тата культура пуянлăхĕпе, унăн аваллăхĕпе тата паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштаратăр; чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварас тата аталантарас ĕçе капашсăр пысăк тӳпе хыватăр эсир. Малашне те пулăмсене тĕрĕс хак парассипе, хыпарсен тĕрĕслĕхĕшĕн яваплăха туйнипе палăрса тăрăр. Эсир çутатакан, хускатакан темăсем нумай енлĕхĕпе тĕлĕнтерччĕр. Çынсен чĕрисем патне çăмăллăнах çул тупас пултарулăхăра ан çухатăр!

 

Чăваш наци радионе тата унăн йышне чечекленӳ, пысăк аудитори сунатăп! Малашлăхра тата та чаплăрах проектсем, плансемпе пуçарусем кĕтчĕр. Çĕнĕ ăнăçусемпе пултарулăх шухăшĕсем, оперативлă репортажсемпе хăйне евĕрлĕ проектсем çăлкуç пек тапса тăччăр! Пурне те ырлăх-сывлăх, телей тата иксĕлми вăй-хал сунатăп.

 

В.П. Комиссаров,

 

Чăваш Республикин журналистсен

 

союзĕн председателĕ